Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ярмушка
вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхи эрнин пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине
вӗрентекен Ильина В.А. "Ҫут ҫанталӑка упрар" уҫӑ урок ирттерчӗ.
5-9-мӗш классенче вӗренекенсем Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене сцена ҫинче хӗрӳллӗн
вуларӗҫ. Хӑнасем - Фомина А.Д., Григорьева Л.Г., Анисимова Л.М., Терентьева
Н.А. - Пуканкас ялӗн хастарӗсем - ҫут ҫанталӑка упрас, сыхлас ыйтусене
хускатрӗҫ, чӑвашла сӑвӑсем янраттарчӗҫ. Янӑра, чӑваш чӗлхи! Эпир пулнӑ, пур,
пулатпӑр!